Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, Фейсбукра, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсене ӗҫрен кӑларса ярассине пӗлтернӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи тата республикӑн культура министрӗ пулнӑ Наталья Володина ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫырнӑ.
Ун патне ӗҫтешӗсем шӑнкравласа Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн мӗнпур музыкантне ӗҫрен кӑларассине пӗлтернӗ иккен.
«Ӑслӑ чӑваш правительстви фанерӑпа та юрласа ташлама пултаратпӑр тесе шухӑшлать курӑнать. Маларах Юрий Васильевич Васильева ӗҫрен кӑларчӗҫ», — ҫырнӑ Наталья Володина.
«Мӗн тумалла тесе ыйтаҫҫӗ манран. Республика ертӳҫи патне кайма сӗнетӗп. Тен, вӑл пӗлмест те», — шӑрҫаланӑ культура министрӗ пулнӑ ҫын.
Китай пуянӗсем укҫа хывнипе Чӑваш Енре тума палӑртнӑ сӗт-ҫу савучӗ валли Шупашкар районӗнче ҫӗр шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, предприятие малтан Муркаш районӗнче ҫӗклеме шухӑшларӗҫ, кайран Ҫӗрпӳ районне куҫ хывнӑччӗ. Унта та, кунта та хирӗҫлерӗҫ. Савута яхӑнне те ярасшӑн пулмарӗҫ. Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Илпеш ҫывӑхӗнче тӑвассипе халӑх итлевӗ ирттерме палӑртнӑччӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Илпешри ял вулавӑшӗнче йӗркелессине пӗлтернӗччӗ.
Анчах итлев иртмӗ иккен. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев (вӑл Кӳкеҫре ӗҫлесе пурӑнать) тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Семен Васильевич Элкерӗн тӑван ялӗнче Пысӑк Упакассинче «Асран кайми Элкер сӑнарӗ» литература фестивалӗ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫакӑн пирки Шупашкарти паллӑ вӗрентекенсенчен пӗри Геронтий Никифоров хыпарланине Фейсбукра асӑрхарӑмӑр. Ҫав хыпарпа паллашнӑ май пултаруллӑ ҫыравҫӑ тата журналист Николай Максимов хӑйӗн шухӑшне палӑртса комментари ҫырнӑ.
«Йӗпреҫ район хаҫачӗ ҫумӗнчи литпӗрлешӗве Элкер ҫав тери нумай пулӑшнӑ. Ун чухне литпӗрлешӗве ҫӳренӗ ҫынсенчен виҫҫӗшӗ пурӑнаҫҫӗ-ха: Н. Теветкел, Гаврил Луҫ поэтсем, Н. Максимов прозаик. Юрать, Максимова унашкал мероприятисене хутшӑнтарма юрамасть тейӗпӗр. Анчах Теветкелпе Луҫ, чӗннӗ пулсан, пыратчӗҫех. Ман шутпа, вӗсем Элкерпа сыхӑнман такам-тӗкемсенчен кӑсӑкларах япаласем каласа кӑтартатчӗҫ», — тенӗ калем ӑсти.
Сӑмах май, шел те, Гаврил Луҫ кӑҫалхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ иккен. Ҫавна Геннадий Кириллов уҫӑмлатнӑ.
Елчӗк хӗрӗ ҫухални пирки Евгений Карсаков тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнри хӑйӗн страницинче паян хыпарланӑ.
Пост авторӗ палӑртнӑ тӑрӑх, Дана Сергеевна Чернева 2003 ҫулхи раштавра Елчӗкре ҫуралнӑ. Евгений Карсаков хӗр ӑҫта пурӑннине те туллин кӑтартнӑ.
Пике килтен кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 16 сехет те 30 минутра тухса кайнӑ-мӗн. Ҫав кун вӑл сӑран хура куртка, хура футболка, хура джинс шӑлавар, лакпа витнӗ хура пушмак тӑхӑннӑ.
Ҫухалнӑ хӗр 150 сантиметр ҫӳллӗш иккен, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура, вӑрӑм. Пичӗ ҫинче тур паллисем пур.
Евгений Карсаков «Контактри» хӑйӗн страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, Дана Чернева унччен килтен тухса кайса ҫӳремен. Пикене кам та пулсан, ӑҫта та пулин курнисене вӑл пӗлтерме ытйнӑ.
Пӗрисем Хӗрлӗ кӗнекери ҫӗлене сутасшӑн пулнӑ. Ҫавӑн пирки вӗсем тӗнче тетелӗнчи сайтсенчен пӗринче хыпарланӑ. Унта ҫӗлен хакне, сутуҫӑсен телефонӗсене кӑтартнӑ. Сайта кирек кам та кӗрсе пӑхма пултарнӑ.
Хӗрлӗ кӗнекери ҫӳхе хӳреллӗ полоза сутакансен пӗлтерӗвне Патӑрьел район прокуратури асӑрханӑ. Ҫавна курнӑ хыҫҫӑн сайта ӗҫлеттермелле мар тума ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Шупашкарти Ленин район сучӗ надзор органӗн тавӑҫне тивӗҫтернӗ.
Полоз, сӑмах май, кӑнтӑрта пурӑнать. Вӑл наркӑмӑшсӑр ҫӑткӑн ҫӗлен шутланать. Ӑна Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Ҫавӑнти чӗрчунсен списокӗнче ӑна 219-мӗш номерпе шута илнӗ. Хӗрлӗ кӗнекери чӗрчунсене сутнӑшӑн Раҫҫейӗн Пуҫиле кодексӗпе явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ.
Шупашкар районӗнчи Мӑн Пӳкасси ялӗнчен инҫе мар вырӑнта ӗнер пушар тухнӑ.
Кун пирки Галина Миллина ятлӑ ҫын «Контактра» ушкӑнри «Кугеси.рф/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ.
Хӗрлӗ автан алхаснине автор «Вятка» автомобиль ҫулӗпе иртсе пынӑ чухне, Мӑн Пӳкасси ялӗ тӗлӗнчерехре, асӑрханӑ. Ним пулман пек малалла вирхӗнмен — пушарпа кӗрешекенсене систернӗ.
Лешсем, пост авторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрах кӗттермен — вырӑна васкавлӑн ҫитнӗ.
Ҫулӑма асӑрханисем те инкек вырӑнне вссканӑ. Галина Миллина ҫырнӑ тӑрӑх, ирӗк паман вырӑна ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнӑ-мӗн. Ҫавӑ ҫуннӑ. Ҫулӑм йывӑҫсем айӗнчех алхаснине кура вӑрман хыпса илме пултарнӑ. Вӑхӑтра ҫитнӗ пушар машини ҫулӑма сӳнтернӗ.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эсӗ — ман хӗвелӗм, эсӗ — ман тӗнче» пабликра Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ флешмоба хутшӑнма сӗннӗ.
Унта хутшӑнас тесен хамӑр юратакан чӑваш сӑвӑҫин хайлавне (сӑввине) «Контактра» страницӑра вырнаҫтармалла, #ман_юратнӑ_сӑвӑ хэштег лартмалла.
Ҫакна ака уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.
Ҫак флешмоб хамӑр тахӑҫан юратса вуланӑ чӑваш сӑвӑҫисен пултарулӑхне аса илме май парасса, чӑвашла вулаттарасса, «Контактра» сайтра чӑвашла илемлӗ постсен йышне ӳстерме пулӑшасса шанаҫҫӗ.
«Пирӗн чӗлхе — тӗлӗнмелле илемлӗ те ҫепӗҫ. Вӑл кулленхи калаҫура та, юрӑ-сӑвӑра та ҫав тери килӗшӳллӗ янӑрать. #ман_юратнӑ_сӑвӑ флешмоб ҫакна тепӗр хутчен ҫирӗплетӗ кӑна», — тесе ҫырнӑ пуҫаруҫӑсем.
Владимир Шинжаев юрӑҫ тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш эстрада юрӑҫисем Пушкӑртстанри ял-хулара кӗҫех концерт кӑтартса ҫӳрӗҫ. «Пушкӑртстанра пурӑнакан туссем-чӑвашсем, сире пирӗн концертсенче кӗтетпӗр», — тесе ҫырнӑ юрӑҫ.
Афишӑна курнисенчен пӗри, «Киремет» ушкӑн, «Алена Силпипе «Нарспи» поэмӑри Силпи чӑваш ялне пит аван пӗлетпӗр. Ку Алена Сильпийӗ кам пулчӗ тата?!» — тесе йӗпленӗ.
Ҫапла ҫырнине сӳтсе явакансенчен пӗри афишӑна вырӑсла ҫырнӑран унта хушамат-псевдонима вырӑслатнӑ тесе ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа Сильпи тесе ҫавӑрттарнӑ тесе пӗтӗмлетнӗ. Тепри тата Дипендри Мани чӑнах та Непалӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ-ши е Владимир Шинжаев шухӑшласа кӑларнӑ-ши тесе иккӗленнӗ-аптӑранӑ.
Тӗнче тетелӗнче, уйрӑмах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче, чӑвашла ушкӑнсем юлашки ҫулсенче йышланса кайнине ырламалла кӑна. Вӗсенчен хӑшӗсене журналистсем тытса пыраҫҫӗ, теприсене — юрӑҫсем. Хастар ҫамрӑксем те ун пек пабликсене йӗркелеҫҫӗ.
Ҫавӑн пек ушкӑнсенчен пӗринче Алексей Шадриковӑн «Хыт хура» юррине вырнаҫтарнӑ. Ҫӳле: «Ҫӗнӗ юрӑ», — тесе ҫавӑрттарса хунӑ.
Юрӑри «Ах, мӗн-ма-ши ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере
Пире валли пӗр чӗптӗм те телей ҫук?..» текен икӗ йӗркене вуласан пӗр 15 ҫул каялла, тен, ытларах та пулӗ, хам юратса итлекен тата ӑшӑмра ӗнӗрлекен юрра аса илтӗм.
«Пуҫа ҫума ҫумӑр шывӗ пуҫтарам.
Ӑш ҫуннине ҫӑл шывӗпе пусарам.
Ҫумӑр сивӗ сиплӗ теҫҫӗ, ӗҫме ҫук.
Ҫӑл шывӗнчен уҫӑраххи ним те ҫук», — паян та манӑҫман юратнӑ юрӑ сӑмахӗсем. Ӑна Светлана Асамат шӑрантаратчӗ.
Паянхи ҫамрӑксемшӗн тата Алексей Шадриков юрӑҫ репертуарӗшӗн вӑл юрӑ, чӑн та, ҫӗнӗ пулӗ. Анчах пирӗншӗн, аслӑраххисемшӗн, палланӑскер.
Шӑп та лӑп чӗрӗк ӗмӗр каялла, 1994 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Раҫҫей .RU наци доменне илнӗ. Ҫавна май ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Раҫҫей почти ятарлӑ марка кӑларнӑ. Унӑн номиналӗ — 32 тенкӗ. Виҫи — 37×37 мм. Ҫӗнӗ маркӑна 135 пин тиражпа пичетленӗ. Марка ҫине Раҫҫейӗн наци доменне ӳкерсе хунӑ. Маркӑн дизайнер-художникӗ — С. Капранов.
Федерацин ҫыхӑну агентствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, .RU домена InterNIC пӗтӗм тӗнчери центр регистрациленӗ. Домен администраторӗ — РосНИИРОС (чӑв. Раҫҫейӗн общество ҫыхӑнӑвӗсене аталантаракан ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ). СССР арканнӑ хыҫҫӑн хӑйсен доменӗсене 1992 ҫулта Литва, Эстони, Грузи тата Украина илнӗ, 1993 ҫулта – Латви тата Азербайджан.
.RU доменӑн капашсӑр аталанӑвӗ 2006-2008 ҫулсенче пулса иртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |